cookie

We use cookies to improve your browsing experience. By clicking «Accept all», you agree to the use of cookies.

avatar

Чӑвашла шухӑшла

Чӑвашла пуҫа ӗҫлеттеретпӗр. Ҫыхӑну: @chushu_bot

Show more
Tajikistan10 905The language is not specifiedBooks20 085
Advertising posts
432
Subscribers
-124 hours
+17 days
+1530 days

Data loading in progress...

Subscriber growth rate

Data loading in progress...

Кӗнеки малтан килӗшмерӗ, интереслӗ мар пек туйӑнчӗ. Унта ковид вӑхӑтӗнче карантинра ларнӑ чухне вуннӑмӗш класри ачасем пӗр-пӗринпе ҫырӑнаҫҫӗ, унтан хӑйсен шухӑшӗсене кун кӗнекине ҫырса хураҫҫӗ. Вуланӑҫемӗн кӑсӑклӑрах пулса каять: ҫамрӑксем пӗрремӗш хут пысӑк ыйтусем ҫинчен шухӑшласа хӑйсен пуҫӗсене ватаҫҫӗ. Ҫамрӑксене валли ҫак кӗнеке уйрӑмах усӑллӑ пулмалла пек туйӑнчӗ, анчах та виҫ ҫул хушшинче те пин экземплярлӑ тираж сутӑнса пӗтмен -- те ковид теми чӑх пӑх тути каланипе, те ҫамрӑксем чӑвашла вуламаннипе. Шел. #кӗнеке
Show all...
1
"Ҫичӗ ют" тата "юн тасалӑхӗ" ҫинчен "Юн тасалӑхӗшӗн" кӗрешекен ҫынсен Габсбург династийӗн историйӗпе паллашмалла. Вӗсем ӗмӗр-ӗмӗрех пӗр-пӗрин тӑванӗсемпе пӗрлешнӗ, ҫавна пула ачисен хушшинче ӳт-пӗвӗ енчен те, ӑс-хакӑлӗ енчен те тулли ачасем сайра тӗл пулнӑ. Пӗтӗмӗшле илсен, ачисем чӗрӗ юласси те сайра пулнӑ. Ҫак тискер инбридинг тӑрринче -- 1661-мӗш ҫулта ҫуралнӑ Карл II, Испани патши. Унӑн чирӗсемпе медицина справочникне тултарма пулать, вӑл 38 ҫула ҫити пурӑнайни те тӗлӗнмелле япала. Тӗслӗхрен, вӑл сакӑр ҫула ҫитиччен утма вӗренеймен, кукӑр янах шӑмми ӑна йӗркеллӗ ҫиме те, калаҫма та паман. Патшалӑх ӗҫне вӑл, паллах, хутшӑнман, икӗ хут авланса та ачисене хӑварайман. Ахаль ҫыннӑн ӑрӑвӗнче пиллӗкмӗш сыпӑкра 32 мӑн аслашшӗпе асламӑшӗ пулмалла. Карлӑн вара вӗсем пурӗ 10 кӑна пулнӑ. Ҫавӑнпа мӗн ӗлӗкренех тӗрлӗ культурӑсенче ҫывӑх тӑвансене авланма/качча кайма юраман, вӑл чи авалхи табусенчен пӗри. Кун пек табу ҫынсен кӑна мар, шимпанзе упӑтисен те пур. Чи ӑслӑ чӗрчунсем генетикӑллӑ полиморфизм пахалӑхне интуитивлӑ чухланӑ: ашшӗпе амӑшӗ пӗр-пӗринчен тӑванлӑх енчен инҫерех пулни популяци сывлӑхне ҫирӗплетет иккен. Пирӗн те ҫакӑн валли "ҫичӗ ют" термин пур: Ҫичӗ ютран килчӗ ют Атте килне хӑтана. Сарӑ хӗре ҫураҫать Ҫичӗ ютри пуяна. ("Нарспи", К.В. Иванов) "Ҫичӗ ютри" -- ҫичӗ сыпӑкра тӑванлӑ мар ҫын. Эсир хӑвӑрӑн миҫе сыпӑкри тӑвансене пӗлетӗр?
Show all...
👍 12 5🔥 1
Улӑштарнӑ ача ҫинчен Ийе вӑл шуйттан тавраш, вак усал. Вӑл мунчара та, пушӑ пӳртре те пурӑнать тет. Ваттисем ҫапла каланӑ: «Ачана пӳрте пӗччен хӑварма юрамасть, усал улӑштарса каять», — тенӗ. Ийе вара ҫыннӑн ачине илсе кайса хӑйӗн уксак, суккӑр, чӑлах, сӗлекеллӗ ачине парса хӑварать тет, е урӑх тӗрлӗ чирлӗ ача парса хӑварать тет. Ийе улӑштарнӑ ача пуҫне тӳрӗ тытаймасть, сӗлекине юхтарать, ахӑлтатса кулать, аллисемпе пӗрмаях вылять тет. Ийе хӑй ачине каялла илсе кайса ҫын ачине кӳрсе патӑр тесен, акӑ ҫапла тӑваҫҫӗ. Сывӑ мар ачана (ийе улӑштарнӑ ачана) вӗри мар кӑмакана пӑрахаҫҫӗ. Кӑмака ҫӑварӗ умне типӗ, тылламан йӗтӗн хураҫҫӗ те вут чӗртсе яраҫҫӗ. Пӗр хӗррине ийе кӗмелӗх уҫӑ хӑвараҫҫӗ. Вара йӗплӗ хулӑ илеҫҫӗ те кӑмака умӗнче ийе ачине хӗнетпӗр тесе ҫапаҫҫӗ: «Ак сана, ийе ачи! Ийе каялла илсе каймасан, сана вӑйлӑ хӗнетпӗр те ҫунтаратпӑр!» — тесе ҫапаҫҫӗ. Ача кӑмакара макӑрса выртать. Унтан тата хытӑрах: «Ийе, ман ачана каллене пар, памасан сан ачуна вӗлеретпӗр!» — тесе, ачана кӑларса, ерипен ҫапаҫҫӗ. Ийе вара, хӑй ачине хӗрхенсе, ҫын ачине калла пырса парать тет, хӑй ачине калла илсе каять тет. #халлап
Show all...
👍 11🤯 5 2🔥 1🤔 1😢 1
Усал улӑштарнӑ ача Ӗлӗк-авал, вакцинаци, антибиотиксем тата путлӗ чир диагностики пулман чухне, ачасем пӗчӗкле нумай вилнӗ. Ҫынсем кун пек чирсене ӑнлантарма пӗлмен. Ҫавна кура пӗтӗм тӗнчепе пӗрпӗкрех мифсем пулса кайнӑ: ҫыннӑн сывӑ ачине темле усал хӑйӗн сусӑр е ахаль нумай макракан ачапа улӑштарса хӑвараҫҫӗ имӗш. Ҫав усалӗ сывӑ ачана тавӑртӑр тесе чирлӗ "улӑштарнӑ" ачине вӑйлӑ хӗнемелле пулнӑ имӗш. Пирӗн те кун пек халлап пур. Каҫӑ: https://en.wikipedia.org/wiki/Changeling Текст ⬇️⬇️⬇️ #халлап
Show all...
👍 7
Ҫур ҫул хушшинче кунта мӗнле материалсем пулчӗҫ: ЧӐВАШСЕМ 🟡"Тетте" журнал 🟡Сасӑ тата ҫыру культури 🟡Чӑвашла ӑҫта калаҫма юрать? 🟡Ҫитӗннӗ ҫынсем мӗнле пулаҫҫӗ 🟡Чӑвашсен чӗмсӗрлӗхӗ ХАЛЛАПСЕМ 🟢Тимӗрҫӗпе шуйттан лаши 🟢Ятлаҫма юратакан ҫын ҫинчен 🟢Тухатмӑш вилсен мӗн пулать 🟢Симӗс тутарла та чӑвашла 🟢Пит ҫӑмартине тӑм илнӗ 🟢Пылпа ҫӑкӑр САСӐЛАНӐ ЮМАХСЕМ 🟣Сармантей 🟣Ӑсамҫӑ-хӗр ҫӳҫӗ 🟣Чӑваш этноним ҫинчен халлап ПАЯНХИ 🔵Республика Галаад ҫинчен 🔵Хӗр-арӑмсен пӗтӗм тӗнчери форум ҫинчен 🔵Хӳтлӗх ҫинчен ШУХӐШЛАВ 🔘Хӑть те мӗне лайӑх вӗренмелли меслет 🔘Шухӑшлӑв тӗсӗсем 🔘Кризисра ҫын мӗнле улшӑнать 🔘Тиркевлӗ шухӑшлав 🔘Мӗншӗн Гренландире выҫӑ вилнӗ, анчах пулӑ ҫимен ТУЙӐМ 🔘Мӗншӗн пӗрисем усал, теприсем ырӑ 🔘Мӗншӗн чӗрчунсене юратма ҫӑмӑл, ҫынсене йывӑр 🔘Стресспа кӗрешмелли ҫинчен 🔘Мӗншӗн туйӑма шанма юрать КӖНЕКЕ 🔘Роберт Шекли - Тӗнче лавкки (чӑвашла) ЫТТИ ХАЛӐХСЕМ 🔘Савӑт-сапа тата кефир чĕлхере мӗнле ҫыхӑннӑ 🔘Кам вăл Херося НУМАЙ ЧӖЛХЕЛӖХ 🟡Сиенлӗ логопедсем ҫинчен 🟡Нумай чӗлхеллӗ этикет 🟡Мӗншӗн Пушкин арӑмне вырӑсла ҫыру ҫырнӑ 🟡Урӑх чӗлхе -- урӑх ҫын
Show all...
👍 8🔥 5 4
Кӑмӑл-туйӑм мӗн усси? Эпир логикӑпа усӑ курса кӑна тӗрӗс йышӑну тума пултаратпӑр тесе шутлатпӑр, туйӑмсем вара пире ҫав ӗҫре чӑрмантараҫҫӗ тетпӗр. Ҫук иккен. 1996-мӗш ҫулта Антонио Дамасио, нейробиолог, Эллиотт ятлӑ пациенчӗн пуҫ мимийӗн хуппин пӗр пайӗ (ventromedial prefrontal cortex) ванчӑк пулни ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. Вӑл чиста калаҫма та пултарнӑ, ӑсӗ те вырӑнӗнче пулнӑ, анчах кӑмӑл-туйӑмӗсем пач ҫухалнӑ. Ҫавна кура Эллиотт пурнӑҫӗнче пӗр йышӑну та тума пултарайми пулса тӑнӑ: вӑл мӗн тӑхӑнмаллине те, мӗн хыҫҫӑн мӗн тумаллине те ниепле те татайман, пӗр вӗҫӗмсӗр +/- танлаштарнӑ. 2002-мӗш ҫулта Дэниел Канеман, психолог, экономика уйрӑмӗнче Нобель премине тивӗҫнӗ: вӑл ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 90% ҫын рационаллӑ мар, кӑмӑл-туйӑма, хӑнӑхӑва е социаллӑ йӗркене пӑхӑнса автоматикӑлла йышӑну тунине пӗлтернӗ. Ҫак тӗпчевсем йышӑну тунӑ чух кӑмӑл-туйӑм кӑна кирлӗ пулнине пӗлтермеҫҫӗ, паллах. Ӑс-тӑн тата логика пурпӗрех кашни суйлав хыҫҫӑн мӗн пулса иртме пултарнине шута илме кирлӗ. Анчах кӑмӑл-туйӑм факторне те шута илни лайӑхрах йышӑну суйлама май парать иккен. Тата вуламалли: Интуици ҫинчен: https://t.me/chushu/1294 Ҫӑлкуҫсем: https://www.ubs.com/microsites/nobel-perspectives/en/laureates/daniel-kahneman.html https://teletype.in/@kill_god/eKAejgAT #longread
Show all...
8👍 4👏 2🔥 1
Урӑх чӗлхе -- урӑх ҫын Эсир миҫе чӗлхе пӗлетӗр? Ҫакна вулатӑр пулсан -- сахалтан та иккӗ. Урӑх чӗлхене куҫнӑ чухне эсир хӑвӑра урӑх ҫын пек туятӑр-и, ҫук-и? Пӗр нумай чӗлхеллӗ хӗр хӑй сӑнанипе пайлашрӗ: 🔹Вырӑсла (ун тӑван чӗлхи) калаҫнӑ чухне вӑл яланах хӑйне тиркессе, чышасса кӗтет, "кӗрешме" хатӗр. 🔹Акӑлчанла калаҫма ӑна пит ҫӑмӑл, хӑйне хапӑл тӑвасса пӗлет. 🔹Французла лайӑхах пӗлмесен те калаҫура хӑйне питӗ ирӗклӗ туять. 🔹Корейла пит хӑюсӑр, яланах аван мар пек пулать. Сӑлтавӗ -- вӗрентекенсем тата калаҫакансем унпа хӑйсене мӗнлерех тыткаланинче тесе шутлать. Тӗслӗхрен, корейла вӗрентекенсем студентсенчен йӗплесе кулма юратнӑ, французсем вара кӑштах та пулин чӗлхе пӗлекенсене питӗ мухтанӑ. Эпӗ хама чӑвашла тата вырӑсла калаҫнӑ чух тӗрлӗ ҫын пек туймастӑп, тен, мӗн пӗчӗкрен вӗреннипе. Акӑлчанла ман опыт лайӑхах мар ҫав, мана калаҫма йывӑр, ытлашши ҫӑвар уҫмастӑп та (ҫырма, вулама, итлеме -- аванах). Тутарла -- темиҫе ҫул калаҫман. Эсир мӗн шутлатӑр? Ҫын урӑх чӗлхене куҫсан чӑнах улшӑнать-и? Улшӑнать пулсан, тен, чӑвашла тин вӗренекенсене чышмалла мар, кӑсӑкланнӑшӑн, калаҫма хӑтланнӑшӑн, тӑрӑшнӑшӑн ытларах мухтамалла? Каҫӑ: https://t.me/mezhkulturno/819 #нумай_чӗлхелӗх
Show all...
12👍 5🤔 2
Repost from N/a
🔔🔔🔔 Чӑвашла пӗлекен ҫынсем кирлӗ! 1) журналист: Чӑваш Енри пурнӑҫа ҫутатакан. Мӗн тумалла? Чӑваш Республикинче пулса иртекен пулӑмсене куллен ҫутатмалла. 2) текстпа ӗҫлекен: чӑваш чӗлхин икчӗлхиллӗ ҫӳпҫине (чӑваш чӗлхи корпусӗ) чӑвашла текстсемпе пуянлатакан. Мӗн тумалла? Тӗрлӗ сайтсенчи текстсене корпуса кӗртмелле. 3) куҫаруҫӑ: чӑваш чӗлхи корпусӗнчи чӑвашла текстсене вырӑсла куҫармалла. Мӗн тумалла? Корпусри текстсене чӑвашла куҫармалла («Атӑл.Тӑлмач» куҫарнине якатмалла). 4) Википеди куҫаруҫи: Википедири вырӑсла текстсене чӑвашла куҫаракан. Мӗн тумалла? «Атӑл.Тӑлмач» куҫарнӑ текстсене якатса Википедине кӗртмелле. 5) Сасӑ ҫыракан: чӑвашла текстсене сасӑлакан. Мӗн тумалла? Чӑваш чӗлхи корпусӗнчи текстсене сасӑламалла. Лайӑх сас кирлӗ. Хатӗр-хӗтӗрпе тивӗҫтеретпӗр. Ӗҫ тӳлевлӗ. Вӗрентетпӗр. Уйрӑмах кирлӗ: 4, 5, 3, 2.
Show all...
14
Хӑҫан мӗнле чӗлхе усӑ курни ҫинчен XIX-мӗш ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче дворянсем час-часах французла ҫырнӑ. Вырӑс чӗлхи ҫав вӑхӑтра ытларах хресченсен, ахаль ҫынсен чӗлхи пулнӑ. Пушкин хӑйӗн ҫураҫнӑ хӗрӗ патне ҫырнӑ чухне француз чӗлхипе усӑ курнӑ: мӗншӗн тесен ун чухне вӑл сӑпайлӑх тата аристократи йышӑннӑ йӗркене пӑхӑннин палли кӑна пулнӑ. Вӗсен ҫемье пурнӑҫӗ пуҫлансан вара, Пушкин Наталья Гончарова патне ҫырнӑ чух чӗлхине тӳрех улӑштарать: 🔹ҫырусенче ӑна "эсӗ" тесе чӗнме тытӑнать (французла "vous" ҫав вӑхӑтри ҫырура "эсӗ" пек те, "эсир" пек те куҫать, анчах ытларах дистанци тытнине пӗлтерет); 🔹вырӑсла ҫырать, паян вуласан хӑш чухне тӳрккесрех тата хытӑрах пек те туйӑнать -- анчах ун чухне вӑл арӑмне кӳрентересшӗн пулман, ӑна хӑйӗн тӗнчине, хӑйӗн ҫывӑхне кӗртесшӗн, тулашри тӗнчерен уйӑрасшӑн пулнӑ. Ҫӑлкуҫ: Левкович Я. Л. Письма Пушкина к жене. #нумай_чӗлхелӗх
Show all...
👍 9 2
Ҫӗнӗ ҫул ҫитеспе асаттен пӗр чуна ӑшӑтакан халлапне каласа парас килет. Вӑрҫӑ хыҫҫӑнхи чухӑн ҫулсем, ман асатте ун чух пӗр 5-7 ҫулта пулнӑ. Пӗррехинче ялта тин уйӑрнӑ пыл сутнӑ тет, ҫынсем хӑйсен савӑчӗпе пынӑ, сутуҫӑ вӗсене ҫавӑнта пыл антарса панӑ. Ялти ача-пӑча йӗри-тавра явӑннӑ, паллах, анчах пыл илме никамӑн та укҫи пулман. Пӗр ватӑ арҫын лавккаран ҫӑкӑр илчӗ тет те ҫемҫе ӑш-чиккине унтан кӑларса илчӗ тет. "Манӑн савӑт ҫук, ак ҫакӑнта пыл ярса парӑр-ха", -- терӗ тет. Шӑп-тулли тултарчӗҫ тет. Арҫынни кӑссисене шаккаса пӑхрӗ тет те: "Ак тамаша, укҫана илме маннӑ", -- терӗ тет, вара пылне каллене силлесе тӑкрӗ тет. Ҫак пыллӑ ҫӑкрине урамра вылякан ачасене валеҫсе ҫитерчӗ тет ҫав арҫын. Кашнине кӑштахшар кӑна лекнӗ пулсан та, асатте ҫав ҫӑкрине мӗн ватӑличчен аса илетчӗ. #халлап
Show all...
22