cookie

We use cookies to improve your browsing experience. By clicking «Accept all», you agree to the use of cookies.

avatar

ПУРИНЧЕН МАЛТАН. ÇЫВӐРСА ЮЛМАСАН.

Хыпарсене никамран малтан пéлтеретпéр. Хыпарсем пулсан çырáр: @larisacherbay

Show more
Russia167 295The language is not specifiedNature & Animals4 441
Advertising posts
1 976
Subscribers
+324 hours
+137 days
+2030 days

Data loading in progress...

Subscriber growth rate

Data loading in progress...

Photo unavailableShow in Telegram
❗️ Элӗк округӗнче Сурӑм юхан шывӗ урлӑ выртакан кӗперӗн сулахай енне юсанӑ. Халӗ унта автотранспорт ҫӳреет. Кӗперӗн сылтӑм енче юсав ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Ӗҫсем графикпе килӗшӳллӗн пурнӑҫланаҫҫӗ, кӑҫалхи чӳк уйӑхӗнче вӗҫлеме палӑртнӑ.
Show all...
👍 10👏 2 1🔥 1
Photo unavailableShow in Telegram
❗️ Африкӑри Чад Раҫҫей ҫыннисене визӑсӑрах ҫӗршыва кӗме ирӗк парӗ. Улшӑнусем 2024 ҫул вӗҫӗнче вӑя кӗме пултарӗҫ. Ҫакӑн пирки ТАСС информаци агентствине Африка ҫӗршывӗн Мускаври элчи Адам Бешир Махамуд пӗлтернӗ. ❓Эсир Африкӑра пулса курнӑ-и?
Show all...
👍 7🔥 3
ПОЭЗИ ТӖНЧИ Хӗвел уявӗн кунӗ-ҫке Питрав! Хӗвел уявӗн кунӗ-ҫке Питрав, Епле вылять ирех вӑл - курӑр, ав! Куккук пырне урпа пучахӗ ларӗ-ҫке, Текех сассийӗ савӑнтармӗ-ҫке. Кун кӗр енне каять-мӗн ҫаврӑнса, Ҫакна эпир тӑратпӑр чухласа. Хӗрсем яваҫҫӗ пуҫ кӑшӑлӗсем Уявчченех. Ӗлккен тумтирӗсем. Вӑййа тухать яш-кӗрӗм лапама, Хавас сасси хускатмӗ-ши кама? Асамлӑ ҫепӗҫ ҫемӗ янӑрать, Уяв карти чуна савӑнтарать. Епле хитре чӑваш пикийӗсем, Кӗрнеклӗ те маттур каччийӗсем. Ӗнер каҫран паян ирччен ҫапла Юхаҫҫӗ юрӑсем чӑн чӑвашла. Текех вара вӑййа пачах тухман, Ӗҫ-пуҫ пуҫланнӑ. Вӑхӑт та пулман. Паян уяв! Уяв пек пулмалла! Утти те типнӗ. Халӗ - канмалла. Чӑвашӑн хатӗр милӗк паяна, Хӑвармӗ ҫак ӗҫе вӑл ырана. Епле хӑмла сӑрисӗр вӑл уяв? Кӑпӑклӑскер, ытла та техӗм ҫав. Кил-ҫурт тасалнӑ. Ҫап-ҫутах урам, Хӑна-вӗрлесӗр те юлмасть никам. Така шӳрпийӗ ыррӑн кӑтӑклать, Ҫырла кукли кӗҫех пиҫсе тухать. Кил-ҫурт туллийӗ кӗреке шавлать, Чӑн-чӑн Питрав уявӗ пуҫланать. Мая Салампи
Show all...
13👍 5
Photo unavailableShow in Telegram
👍 13💯 2🔥 1🤔 1
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен! ✅️ Паян республикӑра улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать. Сывлӑш температури +19 градусран пуҫласа +24 градус таран пулать. Ҫил ҫурҫӗртен ҫеккунтра 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Атмосфера пусӑмӗ: 749 мм. Сывлӑшри нӳрӗк: 38 процент.
Show all...
👍 17 1
00:06
Video unavailableShow in Telegram
🤣Шӳтлеҫҫӗ.
Show all...
2.24 MB
😁 13🤣 7👍 3🔥 2🌚 1
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Шупашкарти кӗмӗл волонтерсем "Буратино" юмах тӑрӑх мюзикл хатӗрленӗ. Шупашкарта пурӑнакансене социаллӑ пулӑшу кӳрекен комплекс центрӗнчи "Ретрогварди" театр студийӗ "Демографи" наци проекчӗпе килӗшӳллӗн ӗҫлет. Унта ҫӳрекенсем пукане тата драма спектаклӗсем лартаҫҫӗ. Артистсем вӑтамран 70 ҫулта. Луиза Илугина Базилио кушак аҫин сӑнарне ӑнӑҫлӑ калӑпланӑ, Ольга Усманова – Тилӗ.
Show all...
👍 11👏 2 1
❗️ Чӗрӗ ӳсен-тӑранлӑ ҫи-пуҫ шухӑшласа кӑларнӑ. Хӑйне евӗрлӗ коллекци авторӗ – Томск патшалӑх университечӗн искусствӑпа культура институтӗнчен вӗренсе тухнӑ Егор Хайбулин. Ӳсен-тӑран пусмаран шӑтса тухать, ҫавӑнпа ҫи-пуҫӑн пӗрмаях нӳрӗ пулмалла. Ҫывӑх вӑхӑтрах Хайбулин ҫӗнӗ коллекци хатӗрлеме палӑртнӑ – тум ҫинче чечекленекен ӳсен-тӑран ҫитӗнӗ. ❓Сире ҫакӑн пек тум килӗшрӗ-и? Ӑна ӑҫта тӑхӑнса кайнӑ пулӑттӑр?
Show all...
😁 12🤔 3👍 2🤩 2🔥 1👏 1
Вун тӑххӑрти хӗр ... хӗрӗх сӑнчӑрпа та сӑнчӑрлаймӑн. (Ваттисен сӑмахӗ)Anonymous voting
  • ӑсне
  • урине
  • чӗлхине
  • чӗрине
0 votes
👍 7🤔 6 2
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Парӑс спорчӗ пулӑшнипе сывлӑха ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку ҫулла республикӑра "Ҫил терапийӗ. Мари Эл - Чӑваш Ен" проект (Президент гранчӗсен фончӗн ҫӗнтерӳҫи) пурнӑҫланать. Вӑл хавшак сывлӑхлӑ тата сусӑр ачасене инклюзивлӑ парӑс спорчӗ тата туризм пулӑшнипе реабилитаци тухма май парать. Проектпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейре кӑларнӑ "Яркат" вӗрсе хӑпартмалли парӑс катамаранпа ҫӳреме вӗрентмешкӗн ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ. ✔️Спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун проекта ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнса реабилитаци тухакансем те хутшӑнаҫҫӗ.
Show all...
👍 10 2 1👏 1💯 1
Choose a Different Plan

Your current plan allows analytics for only 5 channels. To get more, please choose a different plan.