ПУРИНЧЕН МАЛТАН
Открыть в Telegram
2 316
Подписчики
-224 часа
-47 дней
-1330 день
Архив постов
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Ҫын телейлӗ пулма тивӗҫ. Вӑл телейлӗ мар пулсан, айӑплӑ. Ҫавӑнпа унӑн ҫак ӑнланманлӑха пӗтериччен тӑрмашмалла».
Лев Толстой, ҫыравҫӑ.
Телейлӗ кун сунатпӑр!
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 33 градус таран шӑрӑх пулӗ
Паянтан пуҫласа вырсарникунччен республикӑра 30 градус шӑрӑх пулӗ. Паян пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать. Шӑматкун ҫил лӑпланӗ.
Вырсарникун чи шӑрӑх кун пулӗ. Анчах ҫӗрле кӑштах уҫӑлтарӗ. Тунтикун уяр, анчах шӑрӑхах мар пулӗ. Ҫитес эрне варринче каллех 25-30 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем уйӑх варринче пулӗҫ.
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸Вӑрнар округӗнчи Хирпуҫри ФАП заведующийӗ Алевтина Алексеева «Манӑн професси» конкурсра ҫӗнтернӗ
Конкурса Чӑваш Енри вӑтам медицина ӗҫченӗсен профессионал ассоциацийӗ йӗркеленӗ. Унта 16 специалист хутшӑннӑ.
Жюри Алевтина Алексеева ҫырнӑ «Сестрица медицинская» сӑвва пысӑка хурса хакланӑ.
Эпир МАХра та пур
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Ырӑ усала яланах ҫӗнтерет. Эппин, кам ҫӗнтернӗ, вӑл ырӑ та».
Михаил Жванецкий, сатирик.
Ырӑ кун сунатпӑр!
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова — 100 ҫулта
Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл госпитальте санитаркӑра ӗҫленӗ, аманнӑ салтаксене строя тӑма пулӑшнӑ. Вӑрҫă хыҫҫӑн Шупашкарти столовӑйсен трестӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ.
Унӑн ҫемйи пысӑк: 4 ача, виҫӗ мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ачи пур.
Эпир МАХра та пур
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Эпӗ яланах лайӑххине, йӑлтах пурнӑҫланасса тата йӑлтах тӗрӗс пуласса шанатӑп».
Карина Разумовская, актриса.
Паянхи кун ҫутӑ та хаваслӑ самантсем парнелетӗр!
Эпир МАХра та пур
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Кӳренӗве пачах пухса пымалла мар. Мӗнле калас, пысӑк пуянлӑх мар вӑл».
Евгений Леонов, актер.
Паянхи кун кӑмӑллӑ ирттӗр!
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 Ку эрнере тинех ӑшӑтӗ
Паян уяртӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫапах ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ.
Эрне варринелле тата ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Эрне вӗҫнелле вара термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – ытларах та. Ҫӗрлесерен те 17-19 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ.
Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ.
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸Иртнӗ канмалли кунсенче 7 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ
Тухтӑрсенчен Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем пулӑшу ыйтнӑ.
Сӑмахран, 70 ҫулти арҫынна ҫӗлен утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм - садра, 30 ҫулти хӗрарӑм уҫланкӑра ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ.
Специалистсем аса илтереҫҫӗ: вӑрмана е хире кайсан асӑрхануллӑ пулмалла.
Эпир МАХра та пур
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Телей - вак-тӗвеке те хаклама пӗлни».
Юрий Норштейн, режиссер.
Телейлӗ кун сунатпӑр!
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 Ҫуллахи шӑрӑх кӗҫех таврӑнӗ
Анчах унччен тепӗр ӑстрӑм сивӗ, ҫиллӗ тата ҫумӑрлӑ ҫанталӑка чӑтса ирттерме тивӗ.
Шӑматкун хӗвеллӗ пулӗ, ҫӗрле самай сивӗтӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, ҫӗрлесӗр те чарӑнмӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ – 8-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ.
Тунтикунран ҫанталӑк ӑшӑтма тытӑнӗ, ҫапах хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне варринче 25-30 градус ӑшӑ пулӗ.
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 Красноармейски округӗнчи Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ
Алексей Николаевичпа Наталия Николаевна 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, 5 ача ӳстернӗ. Ҫемье пуҫӗ СВОна хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, вӑл — волонтерсен пулӑшӑвӗн тата ҫар хатӗрленӗвӗн йӗркелӳҫи.
Григорьевсен аслӑ ывӑлӗ Владимир пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче СВОра паттӑрла пуҫ хунӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ.
Эпир МАХра та пур
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Пурнăç - иртнĕ кунсем мар, асра юлнă минутсем».
Андрей Миронов, актер.
Паян кашни самантпа туллин киленме сунатпăр!
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸Ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк ӑҫта?
Хальлӗхе шӑрӑх хӑҫан килесси паллӑ мар. Паян, ыран тата эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Паян ирхине сивӗ пулсан та кӑнтӑрла хыҫҫӑн 21-23 градус таран ӑшӑтрӗ. Ыран тата кӑшт ӑшӑрах пулӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтӗ.
Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, уяртӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрӗ, кӗҫнерникун кӑна лӑпланӗ. Эрнекун сивӗ те ҫумӑрлӑ пулӗ – кӑнтӑрла та термометр 15-17 градус кӑна кӑтартӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен термометр 10-12 градус кӑна кӑтартӗ.
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ
Инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле пулнӑ. 31 ҫулти арҫын ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ.
Вӑл шлемсӑр пулнӑ. Ӑна Канашри больницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, вӑл каярахпа унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ.
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸 49-ти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗсӗр юлнӑ
Ку Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ. Арҫын интернетра техникӑна сутнине курсан менеджерпа ҫыхӑннӑ, кӑштах калаҫнӑ хыҫҫӑн 408 пин тенкӗ куҫарса панӑ.
Анчах техника килмен, ҫавӑн чухне тин арҫын ултавҫӑ тӗлне лекнине, сайт суя пулнине ӑнланнӑ.
Эпир МАХра та пур
2 316
🔸Ӗнер каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта 10-ри арҫын ача путса вилнӗ
Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине водолаз тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.
2 316
ПАЛЛӐ ҪЫННА — 10 ЫЙТУ
Элтияр АЛЕКСАНДРОВ, журналист, этноблогер, фольклорист
1️⃣ Ҫамрӑклах епле ӑслӑ пулайнӑ эсӗ?
— Ӑнланмарӑм-ха ку ыйтӑва...
2️⃣ Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмашкӑн мӗн хистерӗ?
— Унтан-кунтан ыраткалама пуҫларӗ те — ирӗксӗрех пӑхӑнма тиврӗ.
3️⃣ Кӗнеке кӑларнӑ чухне мӗн туйрӑн?
— Савӑнӑҫ, анчах ытларах ывӑннине туйрӑм.
4️⃣ Ӑнӑҫлӑ ҫын пулмашкӑн дисциплинӑна пӑхӑнни кирлӗ-и?
— Кирлех пуль тетӗп. Йӗрке ҫук ҫӗрте латти пулаймасть.
5️⃣ Журналист, этноблогер, юрӑҫ, сӑвӑҫ, фольклорист, кӗнеке авторӗ.... Санран тата мӗн кӗтмелле?
— Пурнӑҫ кӑтартать. Ҫӗр ҫинче туса пӑхманни пайтах-ха.
6️⃣ Депрессипе мӗнле кӗрешетӗн?
— Вӑл, шӗкӗр Турра, пилӗк ҫул ытла ман тӗле шыраса тупаймасть.
7️⃣ Кӑвак хуппи сан умра час-часах уҫӑлать-и?
— Ӗҫлемесӗр никам та нимӗн те парса курман-ха хальччен. Уҫӑлсан савӑнӑттӑм.
8️⃣ Ӗҫ питӗ нумай, санӑн вара ҫывӑрас килет. Ҫавӑн пек чухне мӗн тӑватӑн?
— Ҫывӑратӑп. Кӗлетке улталамасть, кансан ӗҫ аванрах та, хӑвӑртрах та пырать.
9️⃣ Чун пуянлӑхӗпе-и е хулӑн енчӗкпе-и пурӑнма лайӑхрах?
— Хулӑн енчӗк чуна пуянлатаймӗ, анчах пуян чун та енчӗк хулӑнӑшӗсӗр чипер-сывӑ пулаймасть.
🔟 Каччӑсем сӑнпа хитре хӗрсене суйлаҫҫӗ. Чунпа хитре пулмалла текен каларӑш ӗҫлемест-и?
— «Чунӗ мӗнле — сӑнӗ ҫапла» теҫҫӗ ваттисем. Килӗшетӗп, илем вӑл — пӑхаканӑн куҫӗнче.
2 316
✍️ Паянхи цитата
«Ҫыннӑн халӗ мӗн пуррине хаклама вӗренес тесен йӑнӑшсем тумалла».
Настя Задорожная, актриса.
Эрнекун лайăх ирттĕр!
2 316
🔸 Шупашкарти 24-ри хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ
Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗр иккӗленмесӗр 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ.
Полицейскисем ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем ӑс-хакӑл интеллекчӗ пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ.
Паян йăлтах ăнса пытăр!
Эпир МАХра та пур
