es
Feedback
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

Ir al canal en Telegram

Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр

Mostrar más
2 312
Suscriptores
Sin datos24 horas
Sin datos7 días
-930 días
Archivo de publicaciones
🔸 Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? Уйӑх пуҫламӑшӗнче шӑрӑх килӗ. Иккӗмӗш декадӑра сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ – халех кӗркунне пуҫланнӑ пекех
🔸 Ҫурла уйӑхӗ мӗнле пулӗ? Уйӑх пуҫламӑшӗнче шӑрӑх килӗ. Иккӗмӗш декадӑра сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ – халех кӗркунне пуҫланнӑ пекех туйӑнӗ. Анчах виҫҫӗмӗш декадӑра хӗвеллӗ те шӑрӑх ҫанталӑк савӑнтарӗ-ха. Чи шӑрӑх кунсем ҫурлан 3-4-мӗшӗсенче пулӗҫ, чи сиввисем – 13-16-мӗшӗсенче. Эпир МАХра та пур

🔸 Республикӑна тропика сывлӑшӗ килет Канмалли кунсенче 29-34 градус таран шӑрӑх пулӗ, ҫӗрлесерен – 20 градус ытла. Паян каҫх
🔸 Республикӑна тропика сывлӑшӗ килет Канмалли кунсенче 29-34 градус таран шӑрӑх пулӗ, ҫӗрлесерен – 20 градус ытла. Паян каҫхине хӑш-пӗр ҫӗрте аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫил вӑйланӗ. Шӑматкун уяр пулӗ. Вырсарникун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ. Ытларикунран шӑрӑх чакӗ, 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Кӗҫнерникунран тата уҫӑлтарӗ: термометр 20-25 градус кӑтартӗ. Каллех ҫумӑр ҫӑвӗ. Эпир МАХра та пур

🔸 Канашра 4-ри ача 4-мӗш хутран ӳкнӗ Инкек ӗнер каҫхине «Хӗвелтухӑҫ» микрорайонти 28-мӗш ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ т
🔸 Канашра 4-ри ача 4-мӗш хутран ӳкнӗ Инкек ӗнер каҫхине «Хӗвелтухӑҫ» микрорайонти 28-мӗш ҫуртра пулнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын ача чӳрече янахӗ ҫине хӑпарнӑ та москитлӑ сетка ҫине таяннӑ. Ачана больницӑна илсе ҫитернӗ. Чӳрече ҫинче блокиратор пулнӑ, анчах ҫав самантра чӳрече уҫӑ тӑнӑ. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Ҫын телейлӗ пулма тивӗҫ. Вӑл телейлӗ мар пулсан, айӑплӑ. Ҫавӑнпа унӑн ҫак ӑнланманлӑха пӗтериччен тӑрмашмалла».   Лев Толстой, ҫыравҫӑ. Телейлӗ кун сунатпӑр! Эпир МАХра та пур

🔸 33 градус таран шӑрӑх пулӗ Паянтан пуҫласа вырсарникунччен республикӑра 30 градус шӑрӑх пулӗ. Паян пӑр ҫума, ҫил вӑйланма
🔸 33 градус таран шӑрӑх пулӗ Паянтан пуҫласа вырсарникунччен республикӑра 30 градус шӑрӑх пулӗ. Паян пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарать. Шӑматкун ҫил лӑпланӗ. Вырсарникун чи шӑрӑх кун пулӗ. Анчах ҫӗрле кӑштах уҫӑлтарӗ. Тунтикун уяр, анчах шӑрӑхах мар пулӗ. Ҫитес эрне варринче каллех 25-30 градус таран ӑшӑтӗ, ҫил тӳлек вӗрӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, чи шӑрӑх кунсем уйӑх варринче пулӗҫ. Эпир МАХра та пур

🔸Вӑрнар округӗнчи Хирпуҫри ФАП заведующийӗ Алевтина Алексеева «Манӑн професси» конкурсра ҫӗнтернӗ Конкурса Чӑваш Енри вӑтам
🔸Вӑрнар округӗнчи Хирпуҫри ФАП заведующийӗ Алевтина Алексеева «Манӑн професси» конкурсра ҫӗнтернӗ Конкурса Чӑваш Енри вӑтам медицина ӗҫченӗсен профессионал ассоциацийӗ йӗркеленӗ. Унта 16 специалист хутшӑннӑ. Жюри Алевтина Алексеева ҫырнӑ «Сестрица медицинская» сӑвва пысӑка хурса хакланӑ. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Ырӑ усала яланах ҫӗнтерет. Эппин, кам ҫӗнтернӗ, вӑл ырӑ та».   Михаил Жванецкий, сатирик. Ырӑ кун сунатпӑр! Эпир МАХра та пур

🔸 Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова — 100 ҫулта Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсен
🔸 Шупашкарта пурӑнакан Клавдия Майорова — 100 ҫулта Клавдия Тихоновна Канаш районӗнчи Ачакасси ялӗнче ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ ҫулӗсенче вӑл госпитальте санитаркӑра ӗҫленӗ, аманнӑ салтаксене строя тӑма пулӑшнӑ. Вӑрҫă хыҫҫӑн Шупашкарти столовӑйсен трестӗнче 40 ҫул ытла ӗҫленӗ. Унӑн ҫемйи пысӑк: 4 ача, виҫӗ мӑнук, мӑнукӗсен виҫӗ ачи пур. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Эпӗ яланах лайӑххине, йӑлтах пурнӑҫланасса тата йӑлтах тӗрӗс пуласса шанатӑп».   Карина Разумовская, актриса. Паянхи кун ҫутӑ та хаваслӑ самантсем парнелетӗр! Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Кӳренӗве пачах пухса пымалла мар. Мӗнле калас, пысӑк пуянлӑх мар вӑл».   Евгений Леонов, актер. Паянхи кун кӑмӑллӑ ирттӗр! Эпир МАХра та пур

🔸 Ку эрнере тинех ӑшӑтӗ Паян уяртӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫапах ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Эрне в
🔸 Ку эрнере тинех ӑшӑтӗ Паян уяртӗ, ҫурҫӗр енчен вӗрекен ҫил вӑйланӗ, ҫапах ӑшӑ пулӗ: термометр 21-26 градус кӑтартӗ. Эрне варринелле тата ӑшӑтӗ, ҫил лӑпланӗ. Эрне вӗҫнелле вара термометр 30 градус кӑтартӗ, хӑш-пӗр вырӑнта – ытларах та. Ҫӗрлесерен те 17-19 градус ӑшӑ пулӗ. Вырсарникун ҫӗрле аслатиллӗ ҫумӑр пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫитес эрнере каллех сивӗтӗ, ҫумӑр ҫӑвӗ. Эпир МАХра та пур

🔸Иртнӗ канмалли кунсенче 7 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ Тухтӑрсенчен Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнаканс
🔸Иртнӗ канмалли кунсенче 7 ҫынна ҫӗлен сӑхнӑ Тухтӑрсенчен Улатӑр, Ҫӗмӗрле, Вӑрнар, Сӗнтӗрвӑрри, Канаш округӗсенче пурӑнакансем пулӑшу ыйтнӑ. Сӑмахран, 70 ҫулти арҫынна ҫӗлен утӑ пуҫтарнӑ вӑхӑтра сӑхнӑ. 79 ҫулти хӗрарӑм - садра, 30 ҫулти хӗрарӑм уҫланкӑра ҫырла пуҫтарнӑ чухне шар курнӑ. Специалистсем аса илтереҫҫӗ: вӑрмана е хире кайсан асӑрхануллӑ пулмалла. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Телей - вак-тӗвеке те хаклама пӗлни».   Юрий Норштейн, режиссер. Телейлӗ кун сунатпӑр! Эпир МАХра та пур

🔸 Ҫуллахи шӑрӑх кӗҫех таврӑнӗ Анчах унччен тепӗр ӑстрӑм сивӗ, ҫиллӗ тата ҫумӑрлӑ ҫанталӑка чӑтса ирттерме тивӗ. Шӑматкун хӗв
🔸 Ҫуллахи шӑрӑх кӗҫех таврӑнӗ Анчах унччен тепӗр ӑстрӑм сивӗ, ҫиллӗ тата ҫумӑрлӑ ҫанталӑка чӑтса ирттерме тивӗ. Шӑматкун хӗвеллӗ пулӗ, ҫӗрле самай сивӗтӗ. Вырсарникун кӑнтӑрла хыҫҫӑн ҫумӑр ҫума тытӑнӗ, ҫӗрлесӗр те чарӑнмӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 18 метр таран хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ – 8-13 градус ӑшӑ пек кӑна туйӑнӗ. Тунтикунран ҫанталӑк ӑшӑтма тытӑнӗ, ҫапах хушӑран ҫумӑр ҫума пултарӗ. Эрне варринче 25-30 градус ӑшӑ пулӗ. Эпир МАХра та пур

🔸 Красноармейски округӗнчи Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ Алексей Николаевичпа Наталия Николаевн
🔸 Красноармейски округӗнчи Григорьевсене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медалӗпе чысланӑ Алексей Николаевичпа Наталия Николаевна 30 ҫул пӗрле пурӑнаҫҫӗ, 5 ача ӳстернӗ. Ҫемье пуҫӗ СВОна хӑйӗн ирӗкӗпе кайнӑ, вӑл — волонтерсен пулӑшӑвӗн тата ҫар хатӗрленӗвӗн йӗркелӳҫи. Григорьевсен аслӑ ывӑлӗ Владимир пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче СВОра паттӑрла пуҫ хунӑ, вилнӗ хыҫҫӑн ӑна Паттӑрлӑх орденӗпе чысланӑ. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Пурнăç - иртнĕ кунсем мар, асра юлнă минутсем».   Андрей Миронов, актер. Паян кашни самантпа туллин киленме сунатпăр! Эпир МАХра та пур

🔸Ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк ӑҫта? Хальлӗхе шӑрӑх хӑҫан килесси паллӑ мар. Паян, ыран тата эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Паян ирхине сивӗ пул
🔸Ҫуллахи ӑшӑ ҫанталӑк ӑҫта? Хальлӗхе шӑрӑх хӑҫан килесси паллӑ мар. Паян, ыран тата эрнекун ҫумӑр ҫӑвӗ. Паян ирхине сивӗ пулсан та кӑнтӑрла хыҫҫӑн 21-23 градус таран ӑшӑтрӗ. Ыран тата кӑшт ӑшӑрах пулӗ. Анчах кӑнтӑрла хыҫҫӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫӑвӗ, ҫанталӑк сивӗтӗ. Эрне варринче ҫумӑр ҫумӗ, уяртӗ. Анчах ҫил ҫурҫӗр-анӑҫ енчен вӑйлӑ вӗрӗ, кӗҫнерникун кӑна лӑпланӗ. Эрнекун сивӗ те ҫумӑрлӑ пулӗ – кӑнтӑрла та термометр 15-17 градус кӑна кӑтартӗ. Канмалли кунсенче те ҫавӑн пек сивӗ пулӗ, ҫӗрлесерен термометр 10-12 градус кӑна кӑтартӗ. Эпир МАХра та пур

🔸 Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ Инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле пулнӑ. 31 ҫулти арҫын ҫулпа пын
🔸 Вӑрмар округӗнче питбайкер аварире вилнӗ Инкек ӗнер «Энӗш – Урнар – Саруй» ҫул ҫинче ҫӗрле пулнӑ. 31 ҫулти арҫын ҫулпа пынӑ чухне ҫаврӑнса ӳкнӗ. Вӑл шлемсӑр пулнӑ. Ӑна Канашри больницӑна илсе ҫитернӗ, анчах, шел те, вӑл каярахпа унта тӑна кӗмесӗрех вилнӗ. Эпир МАХра та пур

🔸 49-ти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗсӗр юлнӑ Ку Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ. Арҫын интернетра техникӑна сутни
🔸 49-ти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗсӗр юлнӑ Ку Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ. Арҫын интернетра техникӑна сутнине курсан менеджерпа ҫыхӑннӑ, кӑштах калаҫнӑ хыҫҫӑн 408 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах техника килмен, ҫавӑн чухне тин арҫын ултавҫӑ тӗлне лекнине, сайт суя пулнине ӑнланнӑ. Эпир МАХра та пур

🔸Ӗнер каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта 10-ри арҫын ача путса вилнӗ Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине водолаз тупса ҫы
🔸Ӗнер каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта 10-ри арҫын ача путса вилнӗ Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине водолаз тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.