ar
Feedback
ПУРИНЧЕН МАЛТАН

ПУРИНЧЕН МАЛТАН

الذهاب إلى القناة على Telegram

Хыпарсене никамран малтан пĕлтеретпĕр

إظهار المزيد
2 327
المشتركون
-124 ساعات
-27 أيام
-1030 أيام
أرشيف المشاركات
🔸 49-ти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗсӗр юлнӑ Ку Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ. Арҫын интернетра техникӑна сутни
🔸 49-ти арҫын мини-экскаватор туянма тӑрсан 408 пин тенкӗсӗр юлнӑ Ку Ҫӗрпӳ округӗнче пулнӑ. Арҫын интернетра техникӑна сутнине курсан менеджерпа ҫыхӑннӑ, кӑштах калаҫнӑ хыҫҫӑн 408 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Анчах техника килмен, ҫавӑн чухне тин арҫын ултавҫӑ тӗлне лекнине, сайт суя пулнине ӑнланнӑ. Эпир МАХра та пур

🔸Ӗнер каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта 10-ри арҫын ача путса вилнӗ Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине водолаз тупса ҫы
🔸Ӗнер каҫ кӳлӗм Ҫӗнӗ Шупашкарта Атӑлта 10-ри арҫын ача путса вилнӗ Вӑл юраман ҫӗрте шыва кӗнӗ. Унӑн виллине водолаз тупса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ.

ПАЛЛӐ ҪЫННА — 10 ЫЙТУ Элтияр АЛЕКСАНДРОВ, журналист, этноблогер, фольклорист 1️⃣ Ҫамрӑклах епле ӑслӑ пулайнӑ эсӗ? — Ӑнланмарӑ
ПАЛЛӐ ҪЫННА — 10 ЫЙТУ Элтияр АЛЕКСАНДРОВ, журналист, этноблогер, фольклорист 1️⃣ Ҫамрӑклах епле ӑслӑ пулайнӑ эсӗ? — Ӑнланмарӑм-ха ку ыйтӑва... 2️⃣ Сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнмашкӑн мӗн хистерӗ? — Унтан-кунтан ыраткалама пуҫларӗ те — ирӗксӗрех пӑхӑнма тиврӗ. 3️⃣ Кӗнеке кӑларнӑ чухне мӗн туйрӑн? — Савӑнӑҫ, анчах ытларах ывӑннине туйрӑм. 4️⃣ Ӑнӑҫлӑ ҫын пулмашкӑн дисциплинӑна пӑхӑнни кирлӗ-и? — Кирлех пуль тетӗп. Йӗрке ҫук ҫӗрте латти пулаймасть. 5️⃣ Журналист, этноблогер, юрӑҫ, сӑвӑҫ, фольклорист, кӗнеке авторӗ.... Санран тата мӗн кӗтмелле? — Пурнӑҫ кӑтартать. Ҫӗр ҫинче туса пӑхманни пайтах-ха. 6️⃣ Депрессипе мӗнле кӗрешетӗн? — Вӑл, шӗкӗр Турра, пилӗк ҫул ытла ман тӗле шыраса тупаймасть. 7️⃣ Кӑвак хуппи сан умра час-часах уҫӑлать-и? — Ӗҫлемесӗр никам та нимӗн те парса курман-ха хальччен. Уҫӑлсан савӑнӑттӑм. 8️⃣ Ӗҫ питӗ нумай, санӑн вара ҫывӑрас килет. Ҫавӑн пек чухне мӗн тӑватӑн? — Ҫывӑратӑп. Кӗлетке улталамасть, кансан ӗҫ аванрах та, хӑвӑртрах та пырать. 9️⃣ Чун пуянлӑхӗпе-и е хулӑн енчӗкпе-и пурӑнма лайӑхрах? — Хулӑн енчӗк чуна пуянлатаймӗ, анчах пуян чун та енчӗк хулӑнӑшӗсӗр чипер-сывӑ пулаймасть. 🔟 Каччӑсем сӑнпа хитре хӗрсене суйлаҫҫӗ. Чунпа хитре пулмалла текен каларӑш ӗҫлемест-и? — «Чунӗ мӗнле — сӑнӗ ҫапла» теҫҫӗ ваттисем. Килӗшетӗп, илем вӑл — пӑхаканӑн куҫӗнче.

✍️ Паянхи цитата   «Ҫыннӑн халӗ мӗн пуррине хаклама вӗренес тесен йӑнӑшсем тумалла».   Настя Задорожная, актриса. Эрнекун лайăх ирттĕр!

🔸 Шупашкарти 24-ри хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑра
🔸 Шупашкарти 24-ри хӗре чӑвашла сасӑ ҫырӑвӗ ярса улталанӑ Кун пек ҫыру ун патне пӗлӗшӗнчен килнӗ. Сасси унӑнни пекех пулнӑран хӗр пӗр иккӗленмесӗр 7 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Кайран тин пӗлӗшӗн аккаунтӗнчен ултавҫӑсем ҫырни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Полицейскисем ҫакна палӑртнӑ: ултавҫӑсем ӑс-хакӑл интеллекчӗ пулӑшнипе чӑвашла сасӑ ҫыртарнӑ. Паян йăлтах ăнса пытăр! Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Пурнӑҫра ҫитӗнӳ вӑрттӑнлӑхӗ питӗ ансат: хăв мĕн юратнине тупмалла, чӑрмавсене пӑхмасӑр ӗмӗт патне ăнтăлмалла».   Виктор Дробыш, композитор.   Паян йăлтах ăнса пытăр! Эпир МАХра та пур

🔸 Канашри 39-ти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ҫур миллион ытла куҫарса панӑ Лешӗ кун хыҫҫӑнах ҫухалнӑ. Хӗрарӑм унпа инте
🔸 Канашри 39-ти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ҫур миллион ытла куҫарса панӑ Лешӗ кун хыҫҫӑнах ҫухалнӑ. Хӗрарӑм унпа интернетра паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможньӑран тухайман-мӗн – пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарса вӑл каланӑ счет ҫине хумалла имӗш. Ҫапла хӗрарӑм 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа. Эпир МАХра та пур

🔸 Канашри 39-ти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ҫур миллион ытла куҫарса панӑ Лешӗ кун хыҫҫӑнах ҫухалнӑ. Хӗрарӑм унпа инте
🔸 Канашри 39-ти хӗрарӑм «Кӑнтӑр Корейӑри савнине» ҫур миллион ытла куҫарса панӑ Лешӗ кун хыҫҫӑнах ҫухалнӑ. Хӗрарӑм унпа интернетра паллашнӑ. Хайхи арҫын ӑна парне ярса панине каланӑ, анчах посылка таможньӑран тухайман-мӗн – пошлина тӳлемелле. Кун валли вара долларсене тенкӗ ҫине куҫарса вӑл каланӑ счет ҫине хумалла имӗш. Ҫапла хӗрарӑм 531 пин тенкӗ куҫарса панӑ. 471 пин тенки – хӑй пухнӑ укҫа. Эпир МАХра та пур

🔸 Ҫӗрпӳ округӗнчи Валерия Ржанова икӗ предметпа ППЭре 200 балл пухнӑ Валерия Чурачӑк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл вырӑс чӗлх
🔸 Ҫӗрпӳ округӗнчи Валерия Ржанова икӗ предметпа ППЭре 200 балл пухнӑ Валерия Чурачӑк шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ. Вӑл вырӑс чӗлхипе тата химипе 100 балл илнӗ. Саламлатпӑр! Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Телейлĕ чухне эпир ырă».   Федор Достоевский, çыравçă.   Паян кăмăла çĕклекен хыпарсем кăна илтмелле пултăр!

🔸 Етӗрне округӗнче Сӑр юхан шывӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ Инкек ҫӗртмен 15-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл Сӑр хӗрринче ту
🔸 Етӗрне округӗнче Сӑр юхан шывӗнче 1954 ҫулта ҫуралнӑ арҫын путса вилнӗ Инкек ҫӗртмен 15-мӗшӗнче пулнӑ. Вӑл Сӑр хӗрринче тусӗпе каннӑ чухне шыва кӗме шутланӑ та путса вилнӗ. Унӑн виллине володазсем тупнӑ.

🔸 Ҫӗнӗ Шупашкарти 89 ҫулти Антонина Южакова Андрей Малахов патне ҫырса янӑ та «Песни от всей души» кӑларӑма лекнӗ Студире Ан
🔸 Ҫӗнӗ Шупашкарти 89 ҫулти Антонина Южакова Андрей Малахов патне ҫырса янӑ та «Песни от всей души» кӑларӑма лекнӗ Студире Антонина Ивановна Андрей Малахова ӗмӗрӗпех пухнӑ грампластинкӑсене парнеленӗ. Кайран пурте пӗрле «Старый клен» юрра юрланӑ. Кинемей 89-та та хастар: Тӗлӗнтермӗш ӗҫсем тӑвакан Сӑваплӑ Николай храмне пулӑшать. Эпир МАХра та пур

🔸 Паянтан ҫанталӑк кӑшт уҫӑлтарать Паян кӑнтӑрлаччен ҫумӑр пулӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ыт
🔸 Паянтан ҫанталӑк кӑшт уҫӑлтарать Паян кӑнтӑрлаччен ҫумӑр пулӗ, кӑнтӑрла хыҫҫӑн уяртӗ. Юнкун вырӑнӑн-вырӑнӑн ҫумӑр ҫӑвӗ, ытларах – республикӑн тухӑҫ енче. Кӗҫнерникунпа эрнекун та хӑш-пӗр ҫӗрте ҫумӑр ҫӑвӗ. Эрнекун 20-25 градус таран ӑшӑтӗ. Канмалли кунсенче ҫил лӑпланӗ, 23-28 градус ӑшӑ пулӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, нумайлӑха тӑсӑлакан типӗ ҫанталӑк хальлӗхе пулмасть. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Тусӑм, пурнӑҫ япӑх энергие пухса пымашкӑн ытла та кӗске пулнине ан ман. Ҫавӑнпа та хаваспах мӗн те пулин палӑртса пыр, тӗллевсене пурнӑҫла».   Брюс Ли, актер.   Савӑк кӑмӑл сунатпӑр! Эпир МАХра та пур

🔸Уçă тÿпе айĕнче кино кăтартаççĕ Чăваш Енре ятарлă проект старт илнĕ. Республикăри хуласемпе округсенче, пурĕ 24 лапамра, ки
🔸Уçă тÿпе айĕнче кино кăтартаççĕ   Чăваш Енре ятарлă проект старт илнĕ. Республикăри хуласемпе округсенче, пурĕ 24 лапамра, кино тÿлевсĕрех курма май пур.   Киноафишăра - çемьепе пăхмалли фильмсем.   Вĕсене çулла вĕçленичченех, кашни кĕçнерникун, кăтартĕç. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Ҫын ҫутӑра - тӗттӗм, телейре - инкек, ырлӑхра асап ҫинчен сайра шухӑшлать. Пачах урӑхла: тӗттӗмре яланах - ҫутӑ ҫинчен, инкекре - телей, чухӑнлӑхра тулӑх пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлать».   Иммануил Кант, философ.   Паянхи кун савӑнӑҫлӑ самантсемпе пуян пултӑр! Эпир МАХра та пур

🔸 Канаш округӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» туй фестивальне кайӗҫ Утӑн 8
🔸 Канаш округӗнчи Усман Эскеровпа Дарья Садовская Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей. Чӗресене пӗрлештерсе» туй фестивальне кайӗҫ Утӑн 8-мӗшӗнче вӗсем Мускавра ҫӗршыври ытти ҫамрӑкпа пӗрле пӗр-пӗрне ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗҫ. Усманпа Дарья «Космонавт» лагерьте паллашнӑ. Усман лагерьти хыпарсене пӗлтерсе тӑнӑ, Дарья канма килнӗ. Кайран та ҫыхӑнӑва ҫухатман. Анчах вӗсем ҫулсем иртсен кӑн тӗл пулнӑ. Усманпа Дарья спортпа туслӑ, ҫул ҫӳреме тата культурӑна юратаҫҫӗ, кашни ҫул Акатуя ҫӳреҫҫӗ. Эпир МАХра та пур

🔸 Шупашкарти тухтӑрсем 6-мӗш хутран ӳкнӗ 16-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ Халӗ вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче реаби
🔸 Шупашкарти тухтӑрсем 6-мӗш хутран ӳкнӗ 16-ри хӗрӗн пурнӑҫне ҫӑлнӑ Халӗ вӑл Республикӑри ача-пӑча клиника больницинче реабилитаци витӗр тухать. Сиплев вӑрах пулӗ, анчах тухтӑрсем лайӑххине шантараҫҫӗ: хӗр утма кӑна мар, ташлама та пултарӗ. Нумаях пулмасть пациентка патӗнче Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗн тӗп тухтӑрӗ Ольга Краузе пулнӑ. Хӗр ун чухне тухтӑр пулас килнине пӗлтернӗ. Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Кашнинех асра тытмалли икӗ япала - вӑхӑтра каҫару ыйтма пӗлмелле, хӑвӑра ырӑ тунӑшӑн яланах тав сӑмахӗ калама пӗлмелле».   Андрей Малахов, телеертӳҫӗ.   Эрнекуна лайӑх ирттерӗр! Эпир МАХра та пур

✍️ Паянхи цитата   «Ҫынсем пӗр пек шухӑшлама пултараймаҫҫӗ, анчах пӗр-пӗрне ӑнланмаллах. Ҫавӑнпах вӗсем - ҫынсем».   Виктор Цой, рок-музыкант.   Телейлӗ кун сунатпăр! Эпир МАХра та пур