cookie

ما از کوکی‌ها برای بهبود تجربه مرور شما استفاده می‌کنیم. با کلیک کردن بر روی «پذیرش همه»، شما با استفاده از کوکی‌ها موافقت می‌کنید.

avatar

ПУРИНЧЕН МАЛТАН. ÇЫВӐРСА ЮЛМАСАН.

Хыпарсене никамран малтан пéлтеретпéр. Хыпарсем пулсан çырáр: @larisacherbay

نمایش بیشتر
پست‌های تبلیغاتی
1 957
مشترکین
+324 ساعت
+27 روز
-630 روز

در حال بارگیری داده...

معدل نمو المشتركين

در حال بارگیری داده...

❗️ Литература пикникӗнче сӑвӑ ҫеҫ каламан: юрланӑ та, ташланӑ та. Мероприяти Наци библиотеки çумĕнчи «Варкăш» литература клубĕнче иртнӗ. Ҫыравçăсемпе артистсем, художниксемпе библиотекарьсем пĕр-пĕрне итленĕ май пĕрре кулнӑ, тепре тарăн шухăша путнӑ. Видеосемпе паллашсан хӑвӑр унта ҫитсе курайманшӑн кулянма та тивӗ.
نمایش همه...
5.32 MB
10.16 MB
19.91 MB
7.31 MB
43.63 MB
23.39 MB
19.88 MB
18.95 MB
20.72 MB
11.72 MB
👍 5
Photo unavailableShow in Telegram
🌟БЛИЦ-ИНТЕРВЬЮ: Эллада ДАНИЛОВА, теле- тата радиоертÿçĕ. 1️⃣Эсӗ блог ертсе пыратӑн. Блогер пулас тесен ҫыннӑн мӗн тумалла-ши? Интернетра хамӑн пурнӑҫа кӑтартса пыратӑп, анчах хама блогер теес килмест. Ирхине вӑрансан ӗҫе утнине, мӗнлерех ӗҫленине, юлташсемпе тӗл пулнине ӳкерсе вырнаçтаратăп. 2️⃣Соцсетьсенче мӗн чухлӗ вӑхӑт ирттеретĕн? Нумай. 3️⃣Нумаях пулмасть эсӗ "Ир пулсан" кӑларӑм ертсе пыма пуҫларӑн. Мӗн хистерӗ? Пĕррехинче радиоитлекен ҫапла каларӗ: "Эллада, эпир кашни ир сан сассуна илтетпӗр, сана курас та килет," - терӗ. Вара Элтиярпа пĕрле «Ир пулсан» ертсе пырас терĕмĕр. 4️⃣Элтиярпа сирӗн туслӑх еплерех пуҫланнӑ? Вӗреннӗ вăхăтра радиора практика тухрăм. Элтияр мана вӗрентсе, ертсе пычӗ. Халӗ пирӗн туслӑх çулран-çул ҫирӗпленсех пырать. 5️⃣Мускавра иртнĕ Пĕтĕм чӑваш Акатуйне çитсе куртăн-и? Шел, ҫитеймерӗм. Анчах унта мӗн пулса иртнине интернетра та, Наци телекуравӗпе те курсах тăтăм. 6️⃣Урӑх хулана кайса курас килет-и? Ҫапла, çитес вӑхӑтра Хусана кайма палӑртнӑ. 7️⃣Санăн юратнӑ кӗнеке? Ыттисене мĕн вулама сĕнетĕн? Мана Зинаида Ивановна радиоитлекен пӗр кӗнеке парнелерӗ, "Ыр-усал халапĕсем" ятлă. Ăна филологи наукисен кандидачĕ Галина Ильина ҫырнӑ. Психологи кӗнекисене кӑсӑкланса вулатӑп, ыттисене те сӗннӗ пулӑттӑм. 8️⃣Мĕн вăл саншăн телей? Эсӗ телейлӗ-и? Телей маншӑн – ҫумра ҫывӑх ҫынсем, атте-анне, юлташсем пурри тата вӗсем сывӑ-чӗрӗ пулни. Эпĕ телейлӗ, мӗншӗн тесен юратнӑ ӗҫре тӑрӑшатӑп, ывӑнатӑп пулсан та ӗҫе килес килет, юратнӑ радиоитлекенсем хавхалантарсах тӑраççĕ. 9️⃣Çынра хăш енĕсене хаклатăн? Çынлӑх, ҫынна хисеплени, юратни, ырӑ пулни – чи кирли. 1️⃣0️⃣Хӑвӑн умна мӗнлерех тӗллевсем лартрӑн? Хамӑра упраса, пурнӑҫа юратса, пурнăçран мӗн кирлине илсе, кунран-кун аталанса пырасси.
نمایش همه...
👍 15 8👏 3
Photo unavailableShow in Telegram
❗️ Пушарти сурансене пула арçыннăн пурнăçĕ вĕçленнĕ. Ĕнер кăнтăрла хыççăн Шупашкарти 5-мĕш Кăнтăр урамĕнчи çуртра пушар тухнă. 1993 çулта çуралнă арçын çулăмпа вăйлах пиçнĕ. Ăна больницăна илсе çитернĕ, анчах пурнăçне çăлса хăварайман. ✔️Палăртмалла: çулталăк пуçланнăранпа республикăра 689 пушар тухнă, вĕсенче 35 çын вилнĕ, 37-н аманнă.
نمایش همه...
😱 9👍 4🙏 3
Пули-пулми ҫынпа ... ҫиме те ан лар. (Ваттисен сӑмахӗ)Anonymous voting
  • пулӑ
  • пӑтӑ
  • шӑрттан
  • пӑрҫа
0 votes
🌚 7👍 4🔥 4👏 1
❗️Утă çулнă вăхăтра граната тупнă. Ăна асăрхаканĕ – Вăрнар тăрăхĕнчи Кульцав ялĕн çынни. Вырăна Раççей гвардийĕн Чăваш Енри управленийĕн «Сувар» ОМОНĕн минăсене хăрушсăрлатакан ушкăнĕ килсе çитнĕ. Ятарласа вĕрентнĕ йытă сирпĕнекен япаласен паллине асăрхаман. Пăхса тухнă хыççăн ку Ф-1 вĕренÿ гранати пулни палăрнă. Халĕ вăл хăрушă мар. Раççей гвардийĕн Чăваш Енри управленийĕ çавăн пек иккĕлентерекен япаласем асăрхасан çийĕнчех право хуралĕн органĕсене пĕлтерме ыйтать. Хăвăр тĕллĕн нимĕн те ан тăвăр.
نمایش همه...
👍 13🤔 7🤷 3🙏 1
❗️Шупашкарта "Славянпа тӗрӗк тӗнчи: истори тата хальхи" конференци иртет. Ҫӗртме уйӑхӗн 24-26-мӗшӗсенче ириекен наукӑпа практика конференцине Азербайджанран, Беларуҫран, Казахстанран, Кӑркӑсстанран, Таджикистанран, Узбекистанран тата Раҫҫейӗн 25 регионӗнчен 130 ытла историк, лингвист, социолог, этнолог, литературовед, фольклорист хутшӑнать.
نمایش همه...
👍 10👏 8💯 2 1
Photo unavailableShow in Telegram
❗️Салам, юратнӑ Чӑваш Ен! ✅️ Паян республикӑра улшӑнса тӑракан пӗлӗтлӗ ҫанталӑк пулать, хуша́ран уяртать. Сывлӑш температури +15 градусран пуҫласа +20 градус таран пулать. Ҫил ҫурҫӗртен ҫеккунтра 2-7 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрет. Атмосфера пусӑмӗ: 739 мм. Сывлӑшри нӳрӗк: 41 %
نمایش همه...
👍 16
03:52
Video unavailableShow in Telegram
🌟🌟🌟ҪӖНӖ ЮРӐ 🌟🌟🌟 Сывлӑм Алёшӗ – "Чечекленчӗ чӗрем" Сӑвви – Лариса Сергеевӑн
نمایش همه...
269.74 MB
👍 16 3🔥 3
Photo unavailableShow in Telegram
❗️ Раҫҫейре кӗҫех ҫемье нумай ачаллине ҫирӗплетекен пӗрешкел удостоверени пулӗ. Ун пирки РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин пӗлтернӗ. Ҫакнашкал удостоверени ҫул ҫӳреве час-часах тухакан е пурӑнмалли вырӑна улӑштаракан нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ. Унсӑр ҫемье тепӗр регионта ҫӑмӑллӑхсемпе усӑ кураймӗ.
نمایش همه...
👍 12 3👏 3🔥 1
یک طرح متفاوت انتخاب کنید

طرح فعلی شما تنها برای 5 کانال تجزیه و تحلیل را مجاز می کند. برای بیشتر، لطفا یک طرح دیگر انتخاب کنید.