Сергеевна
الذهاب إلى القناة على Telegram
Кунта хамăн пултарулăхпа паллаштаратӑп Фото, ӳкерчĕк, литература, кулӑшла контент
إظهار المزيدروسيا641 092الفئة غير محددة
214
المشتركون
+124 ساعات
+17 أيام
+330 أيام
أرشيف المشاركات
214
Repost from N/a
Улах
15.06
17:00
Кӑнар библиотеки
Чӑваш юррисене юрлама улаха хӑпарӑр.
Хатӗрленмелле мар. Концерт мар. Хамӑр валли пӗрле юрлӑпӑр.
Сывлав упражненисене тӑвӑпӑр.
214
Repost from N/a
Улах
15 июнь
17:00
Кӑнар библиотеки
Чӑваш юррисене юрлама улаха хӑпарӑр.
Хатӗрленмелле мар. Концерт мар. Хамӑр валли пӑрле юрлӑпӑр.
Сывлав упражненисене тӑвӑпӑр.
214
Repost from N/a
9 июня в 15:00 пойдём на пешую экскурсию:
- место, где нашли кости мамонта;
- место городища.
Время: 15:00. Ждём 5 минут
Место встречи: ул. Мира, д. 3 во дворе
Одеться по походому, зайдём в лес. Будут комары, может быть грязно.
Дистанция: чуть дальше второтойзинского кладбища.
С меня информация, с вас хорошее настроение.
Это больше прогулка, чем экскурсия. Это больше, чем прогулка - это летнее приключение.
Телефон для связи:
8995385-три-шесть-три-семь
214
Ставрополь крайӗнче пултӑм. Диалектлӑ сӑмахсене ҫаксене илтрӗм.
Наврала= Набрехала
Чего врет, врун = Че брешит, брехло
Я так по ней скучаю = Так за ней скучаю
Погляди = Хля (гля)
Закрыть дом = Замкнуть хату
Помыться (утром, в душе) = Купаться/ искупаться
Да ну, ну вот = Тю!
214
+3
Ку ӑншӑрт курӑкӗ тесе каласа пачӗҫ. Ҫынран усал лексен типӗтнӗ курӑка хутпа ҫавӑрса сигарет пек ҫунтармалла та тӗтӗмне виҫӗ хут ӗмсе илмелле тет.
Эпӗ канаш памастăп. Ку йăла интереслӗ пек туйăнать. Эсир ун пирки илтнӗ-и?
214
Тата чӑвашла кунта вулама пулать:
https://author.today/work/517146
По-русски:
https://author.today/work/517145
214
Хӗллехи кайӑксем
‒ Кухньӑра ташланине астӑватӑн-и? ‒ аса илет Диана.
‒ Астӑватӑп! ‒ тет хыркук.
‒ Нуские ҫырлапа сӑрланине астӑватӑн-и?
‒ Аха!
‒ Хыркук, кӑнтӑралла ан вӗҫсе кай-ха, ‒ йӑлӑнать Диана.
‒ Каймаллах, тусӑм. Мана ӑшӑ та, нумай апат-ҫимӗҫ те кирлӗ.
‒ Апла пулсан, пирӗн килте пурӑн!
‒ Тавтапуҫ, анчах эпӗ пӗччен мар. Тӗрӗссипе каласан, Африкашӑн та тунсӑхлатӑп.
‒ Сансӑр мӗнле пурӑнмалла вара?
‒ Ан кулян. Çуркунне таврӑнӑп. Унсӑр пуҫне, кунта хӗл каҫма нумай кайӑк юлӗ. Вӗсене санӑн пулӑшу кирлӗ пулӗ.
‒ Ӑҫта вӗсем?
‒ Уп-уп! ‒ кулать хыркук. ‒ Сырӑш туса ҫак та, хӑйсемех тупӑнӗҫ.
Диана кайӑка вӑрӑм сӑмси айӗнче кӑтӑклать. Хыркук хӗрача сӑмсине ҫуначӗпе кӑтӑклать. Вӗсем ҫапла сывпуллашаҫҫӗ.
Сивӗ ҫил кӗркунне шӑрши илсе килет. Диана час-часах чӳрече умне пырса тӑрать: тен, хӑй пӗлекен «уп-уп» сасӑ таҫта илтӗнӗ? Анчах таврара ҫумӑр сасси кӑна янӑрать.
‒ Кайӑксене пулӑшар-и? ‒ сӗнет Диана амӑшӗ.
Амӑшӗпе Диана пластик кӗленчерен сырӑш ӑсталаҫҫӗ те ӑна кухня чӳречи ҫумне ҫакаҫҫӗ. Ашшӗ хӗвел ҫаврӑнӑш вӑрри сапса парать.
Тулта никам та ҫук.
Кӑнтӑрлахи апат ҫиме тин ларнӑччӗ, сарӑ пӗсехеллӗ пӗчӗк кӑсӑя курӑнчӗ. Вӑл сырӑш ҫине ларчӗ, йӗри-тавра пӑхрӗ те чӗриклетме пуҫларӗ:
‒ Чим-чим! Чим-чим!
Хыҫран пысӑк кӑсӑя ушкӑнӗ персе ҫитрӗ.
Кӑсӑясем черетпе ҫиеҫҫӗ. Кашниех пӗрер вӑрӑ ярса илет те ҫамрӑк йывӑҫ турачӗ ҫине кайса вӗҫсе ларать.
Сасартӑк пӗр кӑсӑйи таврӑнать те чӳречерен шаккать:
‒ Этем! Мӗн ҫитеретӗн эсӗ пире?
‒ Хӗвел ҫаврӑнӑш, ‒ хуравлать Диана.
‒ Ахаль чухнехи пек мар тути, темле расна вӑл, хырӑм та пӑкӑртатма пуҫларӗ, ‒ ӑнлантарать кӑсӑя.
‒ Тата ӑшаламанни пур, ‒ сӗнет Диана амӑшӗ.
Кӑсӑя пӗр вӑррине ҫисе пӑхать те тутлӑ пулнипе чӗвӗлтетет.
Кайӑксем ӑшаламан хӗвел ҫаврӑнӑш вӑррине юратсах сиеҫҫӗ, ҫав вӑхӑтра Диана вӗсене ӳкерсе илет. Вара вӑл ҫакна асӑрхать:
‒ Атте, анне, кунта пӗр кӑсӑйи тӗрӗс мар. Пӗсӗхи унӑн хӗрлӗ. Вӑл чирлӗ-и?
‒ Çук, ‒ ӑнлантарать амӑшӗ. ‒ Ку вӑл ‒ уйӑп.
Уйӑп ларнӑ та вӑррине вӗҫсе каймасӑрах ҫиет.
Кӑсӑясем турат ҫинче пӗрре сикеҫҫӗ, тепре ятлаҫаҫҫӗ:
‒ Пире те ҫул пар! Ан ҫӑткӑнлан!
Уйӑппи пӗр сӑмах та чӗнмест хӑй. Сырӑш ӑшне тымарланнӑ пек кӗрсе ларнӑ та никама та кӗртмест.
‒ Атте, пулӑш! ‒ Диана пӑшӑрханать.
‒ Пӑртак тӑхтар-ха, ‒ хуравлать ашшӗ.
Кӑсӑясем пӗр вырӑна пухӑнаҫҫӗ. Тем пӑшӑлтатаҫҫӗ. Хӑйсем тата вӑхӑт-вӑхӑтран хӗрлӗ пӗсӗхеллӗ кайӑкки ҫине пӑхса илеҫҫӗ. Унтан пӗррех уйӑп ҫине виркӗнеҫҫӗ:
‒ Чим-чим! Пире те ҫитер!
Уйӑп ҫавӑн чухлӗ кӑсӑяпа тавлашасшӑн мар. Тутӑскер, вӑл васкамасӑр вӗҫсе тухать те ҫӗтет.
Кӑсӑя ушкӑнӗ хӗпӗртенипе чӗриклетет.
Сасартӑк кӑсӑясем шӑпӑрт пулса лараҫҫӗ. Тӳпере пысӑк та чӑпар кайӑк курӑнать. Унӑн ҫуначӗ вӗҫӗнчи тӗкӗсем пӳрне евӗр вӑрӑм. Вӑл чул пек кӑсаясем ҫине вӗҫсе анать.
Кайӑксем кам ӑҫта сапаланаҫҫӗ.
Диана хӑранипе ахлатать.
‒ Ку вӑл ‒ ҫерҫи хурчки, ‒ ӑнлантарать ашшӗ хӗрне ыталаса. ‒ Вӑл пӗчӗк кайӑксене тытать.
Амӑшӗ Диана аллине тытать те лӑпкӑн ӑнлантарать:
‒ Çут ҫанталӑкра йӗрки ҫапла, нимӗн те тӑваймӑн. Пысӑк кайӑксен те хырӑмӗ выҫать.
Диана шӑп ларать те шухӑшлать. Вӑл уйӑпсене пулӑшасшӑн.
Ак ҫапла тума пулать! Диана амӑшне сырӑша ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречи патне куҫарма ыйтать. Унта ҫӳллӗ те ватӑ йывӑҫсем ӳсеҫҫӗ, ҫавӑнпа та кӑсӑясем йышлӑ турат хушшинче пытанма пултараҫҫӗ. Тата пӗлтерӳ ҫырмалла. Ку ӗҫре хӗрачана ашшӗ пулӑшать.
Ҫывӑрмалли пӳлӗм чӳречи ҫумӗнче ӑшаламан хӗвелҫаврӑнӑш вӑрри тултарнӑ сырӑш ҫакӑнса тӑрать. Унпа юнашар хут ҫине: «Кайӑксем, нумайӑн ан пухӑнӑр», ‒ тесе ҫырнӑ.
Кӑсӑясем вулама пӗлмеҫҫӗ пулас. Анчах вӗсем текех нумайӑн пуҫтарӑнмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ҫерҫи хурчки вӗҫсе килнине халӗ те астӑваҫҫӗ.
Кашни ирех Диана чӳречерен пӑхса савӑнать. Кӑсӑясем апатланма килеҫҫӗ. Уйӑп урӑх сырӑшра пӗччен хуҫаланмасть.
Таҫта инҫетре, ахӑртнех, хыркук Дианӑна аса илет. Çуркунне вӑл юлташӗ патне таврӑнатех.
214
Салхуллӑ кун
Диана салхуллӑ. Юлташӗ чирлерӗ те хӑнана килеймерӗ. Сӗтел ҫинче тӑпӑрч кукли сивӗнсе ларать.
‒ Хыркук! ‒ кӑшкӑрать чӳречерен хӗрача. Ҫавӑнтах йӑрӑм ҫунатлӑ та вӑрӑм тӗпеклӗ хитре кайӑк вӗҫсе килет.
‒ Уп-уп, Диана, каҫар, паян пӗр вӑхӑт та ҫук, ‒ ӑнлантарать хыркук.
‒ Манпа выля-ха, ‒ ӳпкелешет ним тумасӑр ларакан Диана.
‒ Юрать эппин. Куратӑн-и, ав ҫавӑнта пуҫне шурӑ ҫыхнӑ пӑрчӑкана? Шутласа пӑх-ха, хӳрине миҫе хут вылятать вӑл, ‒ сӗнет те хыркук ҫавӑнтах ҫухалать.
‒ Пӗрре, иккӗ, ‒ шутлать хӗрача. ‒ Ҫирӗм пиллӗк.
Сасартӑк Диана патне ҫав пӑрчӑканӗ виркӗнет.
‒ Эпӗ тутлӑ мар, ‒ асӑрхаттарать хӗрача.
‒ Мӗншӗн ман ҫине куҫ чарсах пӑхатӑн вара?
‒ Эсӗ хӳрене миҫе хут вылятнине шутлатӑп.
‒ Урӑх ӗҫ те ҫук-им сан?
‒ Ҫук ҫав.
‒ Чӗппӳсене тӑрантармалла мар-и вара?
‒ Ҫук, эпӗ хам та чӗпӗ ҫеҫ-ха.
‒ Апла ҫав тери пысӑк эсӗ. Эх-ха-ха, хамӑн та чӗпӗм ҫав тери шултра. Ӑҫта кайса кӗчӗ ҫав ача?
‒ Ҫӗтрӗ-и?
‒ Ҫӗтрӗ. Чи-чу, чи-чу, ‒ хурлӑхлӑн юрласа ярать пӑрчӑкан.
Диана сӗтел ҫинчен тӑпӑрч кукли илет те чӗпӗне шырама пахчана чупса тухать.
‒ Чи-чу, Якур, тух-ха, пӗчӗкҫӗм! ‒ чӗнет пӑрчӑкан.
‒ Якур, кил-ха кунта, манӑн сан валли тутли пур. Тӑпӑрч кукли, ‒ тет Диана. Сасартӑк ӑна пӗр арҫын ача хуравлать:
‒ Пытӑм, пытӑм!
‒ Эсӗ кам пулатӑн? ‒ тӗлӗнсе ыйтать Диана.
‒ Якур эпӗ. Эсӗ хӑвах мана чӗнтӗн-ҫке. Кукӑльна ҫитеретӗн-и?
Дианӑпа пӑрчӑкан ахӑраҫҫӗ. Вӗсем Якура хӑй пек Якур ятлӑ чӗпӗне шырани ҫинчен пӗлтереҫҫӗ. Ҫакна илтсен арҫын ача та пулӑшасшӑн.
Ачасем чӗпӗ сассине илтессе шанаҫҫӗ. Сад пахчи шавлӑ иккен ‒ хула урамӗ пекех.
‒ Ам-ам! ‒ вӗрет карта хыҫӗнчи йытӑ.
‒ Ши-и! ‒ юрлать пралук ҫинчи шӑнкӑрч.
‒ Нӑр-р-р! ‒ сӗрлет мӑнтӑр тӗкӗл тура.
‒ И-и-и! ‒ нӑйлать вӑрӑмтуна.
‒ Тр-р-р! ‒ швалать шӑрчӑк.
‒ Пӑш-пӑш-пӑш ‒ пӑшӑлтатаҫҫӗ улмуҫҫи ҫулҫисем. Мӗнле майпа Якура илтес вара?
‒ Чи-чу, чи-чу! Мӗн тумалла вара? Мӗн тумалла? ‒ пӑрчӑкан лӑпланаймасть.
‒ Ӑна илтме май ҫук пулсан, вара курса тупмалла, ‒ шухӑшласа кӑларать Якур. Диана тӑруках аслашшӗ ҫинчен аса илет. Лешӗ мӗн те пулин шыранӑ чухне ялан куҫлӑх усӑ курать. Хӗрача аслашшӗн куҫлӑхне илсе тухать. Якур ӑна тӑхӑнать, темиҫе утӑм тӑвать. Унтан куҫлӑхне хывать те ӑна сарӑмсӑр ӳкерет. Пуҫӗ ҫаврӑнать ачан, йӑванса каяс патне ҫитнӗ вӑл. Диана ӑна аллинчен ярса тытать те ларма пулӑшать.
‒ Халӗ куҫлӑхне те шырамалла, ‒ кулать Диана.
Пӑрчӑкан мӗн тумаллине пӗлет. Вӑл ула курака пулӑшма чӗнет.
‒ Кранк-кранк, эпӗ йӑлтӑркка япала юрататӑп, ‒ тет вӑл. Ула курак вӗҫсе хӑпарать те ҫӳлтен аялалла пӑхать. Ун хыҫҫӑн пӑрчӑкан та вӗҫет. Ачасем ҫӑвар карса кайӑксене сӑнаҫҫӗ. Унтан ула курак пӗр тӗм ҫине анса ларать:
‒ Ҫакӑнта темскер ҫутатать.
Ачасем тӗм айне чӑмаҫҫӗ. Якур куҫлӑхне тупать. Диана та темскер тупать. Чӑпар чӗпӗ пулас вӑл.
Якур тупӑнчӗ!
‒ Чи-чу, чи-чу! Чӗпӗм! Якур, ҫиме маттур! ‒ пӑрчӑкан ывӑлӗ патне вӗҫсе пырать те ун йӗри-тавра чупать.
‒ Кранк-кранк, мансӑр сирӗн ӗҫ ӑнман пулӗччӗ, ‒ мӑнаҫлӑн калать ула курак.
‒ Якур чӗпӗ ҫав тери пысӑк, ‒ тӗлӗнет Диана.
‒ Вӑл пачах та ашшӗ пек мар, ‒ асӑрхаттарать арҫын ача.
Ула курак ачасене шӑппӑн ҫакна калать: «Куккук чӗппи вӑл. Ӑна пӑрчӑкана вӑрттӑн хурса панӑ. Халь вара пӑрчӑкан ывӑлне питӗ юратать, вӗсем сӑнӗпе уйрӑлса тӑнине те сисмест».
‒ Чи-чу, ку-ку! Хырӑм выҫӑ? ‒ макӑрать чӗпӗ. Пӑрчӑкан тем пысӑкӑш ывӑлӗ йӗри-тавра чупать, хӳрине савӑнӑҫлӑн вылятать.
Ачасем пӑрчӑкана нимӗн те каламӗҫ.
214
Хӗрхӗлтӗм нуски
‒ Атте, выляма тухар-и? ‒ хистет Диана.
‒ Хӗрӗм, манӑн тата ӗҫлемелли пур-ха, ‒ хуравлать ашшӗ.
‒ Атте, пулчӗ-и вара сан?
‒ Эсӗ тумланма пуҫла, ‒ хушать ашшӗ.
Диана юратнӑ хӗрхӗлтӗм кипкепе симӗс шӑлавар тӑхӑнать.
‒ Атте! Атте! ‒ Диана лӑпланма пӗлмест.
‒ Мӗн пулчӗ? ‒ ыйтать ашшӗ.
‒ Ӑҫта ман хӗрхӗлтӗм нуски?
‒ Манӑн нускипе юнашар выртать пуль.
‒ Ӑҫта вара вӑл?
‒ Эпӗ тупма пултарайман вырӑнта.
‒ Мана хӗрхӗлтӗм нуски кирлӗ!
‒ Ҫак шуррипех тух.
‒ Ҫук! Ку ман ‒ килте тӑхӑнмалли. Выляма тухма вара ҫак кипке пек хӗрхӗлтӗмми кирлӗ! ‒ хыттӑн калать Диана.
‒ Тата пӑртак шыраса пӑх-ха, тупатӑнах. Эпӗ ҫав вӑхӑтра ӗҫсене туса пӗтерем, ‒ Диана ашшӗ компьютер патне таврӑнать. Хӗрача хӗрхӗлтӗм нускине малалла шырать. Ҫав вӑхӑтра чӳречерен шаккаҫҫӗ.
‒ Салам, Диана. Аван-и?
‒ Чарлан! Сана тахҫанах курманччӗ! Эпӗ хӗрхӗлтӗм нуские шыратӑп-ха.
‒ Мӗн вара вӑл?
‒ Акӑ, ӑна ура ҫине тӑхӑнаҫҫӗ, ‒ кӑтартать Диана.
‒ Крак-крак! Мана та кирлӗ!
Диана чарлан ури ҫине хӑй нускине тӑхӑнтарать.
‒ Мана килӗшет! ‒ тет кайӑк.
Ҫав вӑхӑтра чӳречерен хыркук вӗҫсе кӗрет.
‒ Уп-уп! Чарлана куртӑм та хам та килес терӗм. Салам!
Хыркук чарлан ури ҫинче шурӑ нуски асӑрхать те кулса ярать.
‒ Ку ‒ нуски, ‒ ӑнлантарать Диана. ‒ Вӑл шурӑ, мана вара хӗрхӗлтӗмми кирлӗ.
‒ Мӗнли?
‒ Ҫырла варенийӗ тӗсли.
‒ Атя вара нуские ҫырлапа сӑрлар та. Кам пулӑшма пултарнине те пӗлетӗп! ‒ тет те хыркук такама чӗнет.
‒ Ши-и, чӗннӗ-и? ‒ шурӑ пӑнчӑллӑ хура кайӑк вӗҫсе кӗрет.
‒ Ку ‒ шӑнкӑрч, ‒ тет хыркук. ‒ Вӑл ҫырла ҫинчен тем те пӗлет.
‒ Салам. Пире хӗрхӗлтӗм тӗс кӑларакан ҫырла кирлӗ, ‒ ӑнлантарать Диана.
‒ Хура хурлӑхан каять пуль, ‒ тет калаҫӑва илтнӗ Диана ашшӗ.
‒ Хурлӑханӗ хура мар-и вара? ‒ иккӗленет хӗрӗ.
‒ Куратӑр ак, ‒ хуравлать вӑл.
Кайӑксем шӑнкӑрч хыҫҫӑн вӗҫсе каяҫҫӗ. Хура хурлӑхан ӑҫта ӳснине пӗлет вӑл.
‒ Тьфу! ‒ чарлан вӗҫсе килет те ҫырлине пысӑк чашӑка сурса кӑларать. ‒ Пулӑ тутлӑрах.
‒ Тьфу! ‒ хыркук та пӗр-ик ҫырла сурать.
‒ Ши-и, ‒ юрлать шӑнкӑрч. ‒ Каҫарӑр... эпӗ кунталла вӗҫнӗ чухне пӗтӗмпех ҫисе ятӑм.
Аттепе Диана ҫырлана алпа лӳчӗркеҫҫӗ. Чарланпа хыркук ӑна сӑмсапа таккаҫҫӗ. Шӑнкӑрч вара таккать те ҫиет, таккать те ҫиет.
Шурӑ нуские лутӑрканӑ ҫырлана хураҫҫӗ. Вӑл хӗрхӗлтӗм тӗслӗ пулса тӑрать.
‒ Уп-уп! ‒ тӗлӗнет хыркук.
‒ Пулчӗ! ‒ савӑнать Диана.
Ҫав вӑхӑтра алӑк уҫӑлать.
‒ Анне!
‒ Салам. Мӗн тӑватӑр эсир кунта?
‒ Нуски сӑрлатпӑр, ‒ йӑл кулать ашшӗ.
‒ Мӗн тума?
‒ Выляма тухас тесе.
‒ Халь нускийӗ йӗпе вӗт...
‒ Ай-уй, ‒ тет Диана. ‒ Ун ҫинчен эпир шухӑшламан-та.
Кунта хыркук пӗр нускине ярса тытать те чарлан сӑмси ҫине ҫакать. Шӑнкӑрч ‒ теприне. Нуски хӑвӑртрах типтӗр тесе кайӑксем ҫунат суллаҫҫӗ. Дианӑпа ашшӗ тетрадь тытса типтеҫҫӗ, ахӑлтатса кулаҫҫӗ.
«Ҫаксем мӗн шухӑшласа кӑларманни ҫук-ши», ‒ калать те амӑшӗ холодильнике уҫать.
‒ Диана, ку сан нуски мар-и?
‒ Манӑн! ‒ савӑнать Диана.
‒ Холодильникре мӗн тӑвать вӑл?
‒ А-а-а! ‒ аса илет Диана. ‒ Нуски пӑчӑхтарать та-ха. Эпӗ ӑна сивӗлле тӑхӑнасшӑнччӗ, ҫавӑнпа унта хутӑм та.
Пурте кулаҫҫӗ. Хӗрхӗлтӗм нуски тупӑнчӗ, халӗ выляма тухма та юрать.
214
Кайӑксем куҫҫуле типӗтрӗҫ
‒ У-у-у! – ӳлесех макӑрать Диана. ‒ А-а-а! Яшкри сухана ҫиес килмест!
Диана паян кунӗпе тулта вылянӑ. Ывӑннӑ, хырӑмӗ выҫнӑ, анчах яшкине вӑл ҫиесшӗн мар. Эклер пулсанах ҫинӗ пулӗччӗ.
‒ Шӳрпине те пулин сыпса яр, ‒ лӑпкӑн хистет ашшӗ.
‒ Кашӑкки таса мар! ‒ йӗрет Диана.
Ашшӗ ӑна ҫӑвать.
‒ Халӗ вӑл ытлашши йӗпе!
Дианӑна пурте япӑх пек туйӑнать. Вӑл макӑрать.
Сасартӑк кантӑкран шаккаҫҫӗ: «Уп-уп!» Вӑрӑм сӑмсаллӑ та кулӑшла тӗпеклӗ кайӑк вӗҫсе кӗрет. Ку вӑл ‒ хыркук.
‒ Уп-уп! Эсӗ макӑран та, эпӗ нӑрӑ тытаймастӑп! Сассуна илтсен пуҫ ҫинчи тӗк кӑнт тӑрать!
‒ Сан тӗпекӗ хӳре пекех, ‒ кӑшт кулса илет Диана.
‒ Хӗрача, ан йӗкӗлте, ‒ кӳренет кайӑк. ‒ Мӑшӑрӑма вӑл питӗ килӗшет вара!
Пуҫӗ ҫинче пӗр ҫӳҫ пӗрчи те юлман Диана ашшӗ ассӑн сывлать:
‒ Манӑн ҫакӑн пек тӗпек пулсанах...
Кайӑк Дианӑна куҫӗнчен пӑхать:
‒ Мӗншӗн куҫҫуль кӑларатӑн? Мӗн пулчӗ?
‒ Пурте мана кирлӗ пек мар пулать!
‒ Тен, ачам, эсӗ выҫнӑ та ҫавӑнпа йӗретӗн? Тӑхта-ха!
Хыркук вӗҫсе тухать. Ҫавӑнтах ӑманпа таврӑнать.
‒ Ме!
‒ Кай! ‒ Диана питне аллипе хуплать. ‒ Ҫынсем хурт-кӑпшанкӑ ҫимеҫҫӗ. Ну култартӑн!
‒ Ӑнлантӑм. Тӑхта-ха, хӑвӑрттӑн кайса килмелли пур ман, ‒ тет те ӗҫлӗ хыркук вӗҫсе каять.
Ҫавӑнтах «крак-крак» тени илтӗнет. Кухньӑна вӑрӑм ураллӑ чарлан кӗрет.
‒ Эпӗ, крак, пӗр ура ҫинче тӑнӑскер, сана илтрӗм те мӗнле персе антӑм!
‒ Тен, эсӗ кӑнттам пулнипе вӑл? ‒ мӑкӑртатать Диана.
‒ Эпӗ-и? Кӑнттам-и? Хӗрӗм, эпӗ кӳренме те пултаратӑп. Халех мӗн те пулин ырри кала-ха.
‒ Юрӗ, юрӗ. Эсӗ капӑр теме те юрать.
‒ Кунпа килӗшетӗп. Тӗкӗ вара ман епле, сӑна-ха! Тата эпӗ питӗ чаплӑ пулӑҫӑ! Пӑх-ха, пӑх, хӑрах ура ҫинче ак мӗнле тӑма пӗлетӗп.
‒ Эпӗ те пултаратӑп, ‒ Диана пӗр урине ҫӗклесе пӑхать. Чӑнах та пулчӗ!
‒ Эсӗ вара мӗн кунта ҫӗмӗрлетӗн? ‒ ыйтать чарлан.
Диана кайӑка хӑлхинчен шӑппӑн калать:
‒ Мӗншӗн макӑрнине хам та астумастӑп ӗнтӗ. Аттене ан кала кӑна.
Сасартӑк чӳречерен пулӑ вӗҫсе кӗрет. Чарлан ӑна халех тытать.
‒ Чӑрик-чарик! ‒ илтӗнчӗ тӑҫтан шалтан. Чарлан ҫӑварне уҫать те, пулли тухса ӳкет. Унтанах тата пӗчӗк кӑвак кайӑк вӗҫсе тухать. Диана ҫав кайӑкпа калаҫать:
‒ Сан сассуна илтрӗмӗр-им? Пӑх-ха, ҫав тери илемлӗ эсӗ. Пӑч-пӑч кӑвак тумлӑ. Кам пулатӑн?
‒ Чӑрик, эпӗ ‒ пулӑҫ кайӑк. Ку пуллине вара эпӗ кучченеҫ пултӑр тесе тытнӑччӗ. Хӑнана чӗнсен, пушӑ алпа килес ҫук.
‒ Хӑнана? ‒ тӗлӗнет Диана.
Кунта хыркук таврӑнать те ӑнлантарать:
‒ Ӑна эпӗ чӗнтӗм-ха. Атьӑр пӗрле юрлар-и?
‒ Кӑна лайӑх шухӑшласа кӑларнӑ эсӗ, ‒ Диана ашшӗ кайӑка калать. ‒ Анчах эпӗ юрлама пӗлместӗп.
‒ Эпӗ вара юрлама та ӑста, ‒ мухтанать чарлан. ‒ Крак-крак! Крак-крак!
Диана хӑлхине хуплать те ихӗлтетет.
‒ Капла эпӗ те пултаратӑп, ‒ кулать ашшӗ. ‒ Крак-крак!
‒ Эпӗ те, ‒ хӗпӗртет Диана. ‒ Крак-крак, крак-крак!
Пулӑҫ кайӑк кая юлмасть:
‒ Чӑрик-чарик!
Хыркук сӗтел тӑрӑх чупса ташлать:
‒ Уп-уп!
Кухньӑра шавлӑ та хаваслӑ. Кайӑксем вӗҫеҫҫӗ, ҫуначӗсене ҫупаҫҫӗ. Дианӑпа ашшӗ чарлан пек юрлаҫҫӗ.
‒ Кулнӑ чухне макӑрас та килмест, ‒ тет пулӑҫ кайӑк.
‒ Пире вара чӗпӗсем кӗтеҫҫӗ. Ӗҫ нумай, ‒ васкать хыркук.
Кайӑксем вӗҫсе каяҫҫӗ. Ахаль чух та хӑнана пырса кайма шантарса хӑвараҫҫӗ вӗсем.
‒ Пуллине ӑшаласа паратӑн-и? ‒ ыйтать ашшӗнчен Диана. Унӑн урӑх пӗртте макӑрас килмест.
214
Римма Поликарповнӑн "Пӗчӗкки" кӗнеке презентацийӗнче.
Мистика тата чӗпӗ ҫинчен калаҫу пырать фотора.
https://chuvbook.ru/catalog/detskaya-literatura/pechekki-(malyish)?ysclid=mpnh9axvma825832851
P.S. Кӑнар библиотекинче кӗнеки пур.
214
Вӑйӑ иртсе кайрӗ. Хатӗрленме питӗ интереслӗ пулчӗ. Библиотекӑра ларса кӗнеке вуласси ним те мар, ҫынсенчен пулӑшу ыйтасси чи йывӑрри пулчӗ. Пулӑшма хатӗр пулнисем вара хавхалантарчӗҫ. Вӗсемсӗр ӗҫ ӑнман пулӗччӗ.
Ҫакна ӑнлантӑм: ҫынсем пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ. Мӗн те пулин сутса пуймалла пулсан, тавар илекен кирлӗ. Кама та пулин пулӑшас килет пулсан, пулӑшӑва йышӑнаканни кирлӗ. Пулӑшу ыйтмалла пулсан та каллех ҫын кирлӗ. Концерт лартас килет пулсан, пӑхакан, хутшӑнакан кирлӗ.
Вӑйӑ паянхи ҫынсене те интереслӗ. Сире те ҫакӑн пек мероприяти ирттерме сӗнетӗп. Пулӑшма хам пуҫтарнӑ материала кунта кӑларатӑп.
Фотосенче:
«Кунер» фольклор ушкӑнӗ
Мария Ярославлева (ташлаканӗ)
«Задоринки» ташӑ ушкӑнӗ (ачасем)
Максимова Елена Александровна (сӑвӑ калаканӗ)
Яна тата Лиза (юрлакансем)
Халӑх (хутшӑнакансем)
متاح الآن! بحث تيليغرام 2025 — أهم رؤى العام 
